Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсем: Комсомольски районӗ

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тыл ӗҫченӗ Николай Андреев 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Николай Васильевич Комсомольски тӑрӑхӗнче Тури Тимӗрчкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫамрӑклӑхӗ йывӑр вӑхӑта – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсене – лекнӗ. Вӑл та, ытти чылай ҫын пекех, ырми-канми колхозра тӑрӑшса Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ.

Вӑрҫӑ пӗтсен шӑпа ӑна Нефтеюганск хулине илсе ҫитернӗ. Унта вӑл нефть отраслӗнче ӗҫленӗ. Унӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ – ҫур ӗмӗре яхӑн.

Паянхи кун Николай Васильевичӑн ҫемйи пысӑк. Унӑн чи хаклӑ пуянлӑхӗ вӑл: виҫӗ ачи, ҫичӗ мӑнукӗ тата сакӑр кӗҫӗн мӑнукӗ. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ. Ӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе те чысланӑ.

 

Чӑвашлӑх
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Наци телевиденийӗн аслӑ редакторӗ Ирина Лампасова – «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» акци сӑн-сӑпачӗ. Ҫакӑн пек хыпарланӑ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн сайтӗнче.

Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, «йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кашни ҫулах чӑвашлӑха аталантаракан, тӑван халӑхӑн чӗлхипе культурине аталантарас ӗҫре ҫитӗнӳ тунӑ, ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ чӑваш халӑхӗн хастар ывӑлне-хӗрне диктант сӑн-сӑпачӗ пулма» палӑртаҫҫӗ.

Кӑҫал «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» акци сӑн-сӑпачӗ пулма Ирина Лампасовӑна палӑртнӑ.

Ирина Лампасова 1992 ҫулта Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн икӗ факультетне (историпе филологи (2009–2014) тата управлени (2010–2015)) харӑсах вӗренсе пӗтернӗ. 2014 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх наци телерадиокомпанийӗнче вӑй хурать: Чӑваш наци радиовӗн редакторӗ, унтан – музыка редакторӗ, халӗ – Наци телевиденийӗн аслӑ редакторӗ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Комсомольски округӗнче ҫуралнӑ Анна Кириллова 103 ҫул тултарнӑ. Пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман: ҫамрӑклӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тӗлне лекнӗ.

Вӑл ӗмӗрӗпех ӗҫленӗ: малтан колхозра вай хунӑ, унтан вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ, кайран Шупашкарти садикре заведующи пулнӑ. Паянхи кун вӑл хӗрӗпе Шупашкарта пурӑнать.

Анна Григорьевна мӑшӑрӗпе 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 6 мӑнукӗпе, 12 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Кинемей 103 ҫулта та куҫлӑхсӑр вулать, чӑваш телекӑларӑмӗсене пӑхма юратать, пӳртре хуллен кӑштӑртатса ҫӳрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_28349
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енре ейӳ сарӑлсах пырать. Юлашки талӑкра Мӑн Ҫавал юханшывӗ Ҫӗрпӳ округӗнчи Туҫи ялӗ патӗнче ҫур метр ытла хӑпарнӑ, 817 сантиметр ҫӳллӗшне ҫитнӗ. Ку – хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан кӑтарту. Мӑн Ҫавал шывӗ Тихвин мӑнастирӗ патӗнче федераци ҫулӗ патне пынӑ.

Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ округӗнче «Звездный» ача-пӑча лагерӗн пӗр пайне шыв кӗнӗ. Кайрикас тата Ҫӗнӗ Сала ялӗсенчи виҫӗ хушма хуҫалӑха ейӳ шывӗ ҫитнӗ.

Пӑрачкав округӗнче те лару-тӑру ҫивӗч. Кудеиха ялӗ патӗнче Киря юханшывӗ ҫыранран тухса асфальт ҫул ҫине ҫитнӗ. Ку ҫул – Кудеиха, Кожевенное, Сиява тата Гарт ялӗсене илсе ҫитерекен пӗртен-пӗр ҫул.

Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне республикӑра ейӳрен пӗтӗмпе 59 ҫурт шар курнӑ. Патӑрьел, Канаш, Красноармейски тата Комсомольски округӗсенче те ейӳ сарӑлнӑ тӗслӗхсем пулнӑ.

 

Республикӑра

Ейӳ сарӑлса пырать: паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре унран 34 ҫурт шар курнӑ.

Патӑрьел, Комсомольски, Канаш округӗсенчи 6 ялти 34 ҫурт патне ейӳ шывӗ килнӗ: Патӑрьел, Комсомольски, Кивӗ Ахрӳрт, Анат Туҫа, Тутар Тимеш, Ҫӗнӗ Пинер. Кил хуҫалӑхӗсен картишӗнче шыв ҫӳллӗшӗ 10-15 сантиметр таран хӑпарнӑ. Ҫак ҫуртсенче пурӑнакансем шар курман. Ҫапах лару-тӑру япӑхланас тӑк 400 ҫын вырнаҫмалӑх вӑхӑтлӑх пункт йӗркеленӗ – вӑл хатӗр.

Ҫӗрпӳ округӗнче Мӑн Ҫавал ҫыранран тухнӑ. Шыв ҫул патне ҫитнӗ. Красноармейски округӗнче вара «Вӑрнар – Упи – Красноармейски» ҫул патӗнче ейӳ сарӑлнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта ҫул шыв айне пулнӑ. Лару-тӑру япӑхлансан ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫул хӗррине тата откосӗсене хӑйӑр тата тӑпра сапӗҫ – ку шыва тытса тӑма пулӑшӗ.

 

Республикӑра
Елена Атаманова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Елена Атаманова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Хыпар» издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакцийӗ Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Капӑр чӑрӑш» конкурс йӗркеленӗ. Ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторӗ Елена Атаманова «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен чылай вӗренекен хутшӑннӑ, ҫакӑ йӗркелӳҫӗсене питӗ савӑнтарнӑ.

«Ал ӑстисем пирӗн пӳлӗме ытарма ҫук хитре чӑрӑшсемпе тултарчӗҫ. Уйрӑмах Елчӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски тата Шупашкар тӑрӑхӗсенчи шкул ачисем хастар пулчӗҫ», — тесе ҫырнӑ Елена Атаманова.

Ҫак кунсенче ҫӗнтерӳҫӗсене вырӑна ҫитсех чыслама тӗв тунӑ. Патӑрьелти 1-мӗш шкулти тата Елчӗк шкулӗнчи хастарсем дипломлӑ пулса тӑнӑ. Кӗҫех ытти тӑрӑха та ҫитсе килесшӗн, ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарасшӑн.

 

Республикӑра

Комсомольски округӗнче «Суперасанне» конкурс иртнӗ. Унта «Надежда» клуба ҫӳрекенсем тӗрлӗ конкурсра тупӑшнӑ. Ҫак клуба Тӗп вулавӑш ҫумӗнче йӗркеленӗ.

Конкурса хутшӑннӑ хӗрарӑмсем визит карточкине хатӗрленӗ, пултарулӑх номерне кӑтартнӑ, мӑнукӗсене тутӑр ҫыхса янӑ тата юмах каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех асаннесем кулинари ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ, живопиҫе, литературӑна тата сцена ӑсталӑхне мӗнле пӗлнине кӑтартнӑ.

Суперасанне ятне Нина Яковлевна Зайцева тивӗҫнӗ. Вӑл кӑҫал 80 ҫул тултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_17798
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри тепӗр кинемей 100 ҫул тултарнӑ. Нумаях пулмасть салам сӑмахӗсене Комсомольски округӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Александра Ефремова йышӑннӑ.

Александра Кирилловна – тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ. Вӑл 1926 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, унтах ӳснӗ. Пӗве кӗрсен торф кӑларнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Качча тухсан вара упӑшки патне, Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялне, куҫнӑ. Унта вӑл колхозра ӗҫленӗ, мӑшӑрӗпе пӗрле ачисене ура ҫине тӑратассишӗн тапаҫланнӑ.

Шел те, упӑшкин пурнӑҫӗ ҫамрӑкла татӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн Александра Кирилловнӑн ачисене пӗчченех ура ҫине тӑратма тивнӗ.

Паянхи кун кинемей 13 мӑнукӗпе, 11 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян кӑнтӑрла Комсомольски округӗнчи авари пулнӑ, инкекре 2 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Киа» машина рулӗ умӗнче ларнӑ 32 ҫулти арҫын фурӑран иртсе кайма тӑнӑ, хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ. Анчах фура хыҫӗнче вӗҫекен юра пула вӑл хирӗҫ килекен машинӑна курман – унпа ҫапӑннӑ. «Ниссан» рулӗ умӗнче 65-ри арҫын пулнӑ.

Икӗ водитель те вилнӗ. «Киа» машинӑра пулнӑ 44-ри хӗрарӑм аманнӑ, ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ӗнер ирхине Комсомольски округӗнче Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗ патӗнче 58 ҫулти хӗрарӑм водитель фурӑпа ҫапӑннӑ. Шел те, вилмеллех.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм «Лада Грантӑпа» Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ чухне юраман ҫӗрте хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ та «Даф» фурӑпа ҫапӑннӑ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличченех вилнӗ.

Хӗрарӑм ҫак округранах пулни паллӑ. Унӑн водитель стажӗ — 2016 ҫултанпа. Фура водителӗ ӳсер пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 66
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 30

1908
118
Алатырцев Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1918
108
Хусанти РКП(б) губкомра чӑваш секциӗ йеркеленнӗ.
1926
100
Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1946
80
Спиридонов Григорий Спиридонович, пӗрремӗш профессионаллӑ пӗлӳ илнӗ чӑваш скульпторӗ вилнӗ.
2005
21
Ефимов Георгий Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
2007
19
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси вилнӗ.
2010
16
Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть